Добавить
Уведомления

Ял пурнăçне лайăхлатасшăн

Ялти кӳлле тасатмалла, çĕр ишĕлесрен çыран хĕрринче йывăç лартмалла, масар хĕрринче карта тытмалла. Ку тата ытти ĕçе ял çыннисем пĕрле нимелле пурнăçлама яланах май тупаççĕ. Укçа-тенкине вара тĕрлĕ программăна хутшăнса илме пулать. Мунцииплаитетра вăй хуракансем ял пурнăçне çĕнĕ варкăш кĕртес шухăшлисем шăпах ку енĕпе тĕрлĕ проект хӳтĕлеççĕ. Кăçалхи тупăшу мĕнле иртнипе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ паллашрĕ. Чăваш Енре чи лайăх муниципалитет служащисен конкурсĕ 11-мĕш хут иртет. Ăмăртăвăн иккĕмĕш тапхăрне 25 çын тухнă. Хумхануллă туйăмпа вĕсем тӳресене хăйсен пуçарăвĕсемпе паллаштарчĕç. Тăван тăрăхри пурнăçа лайăхлатас, ял çамрăксĕсене Чăваш Енрех хăварас, тавралăха хăтлăх кĕртес, республикăри паллă вырăнсене ытти регионти çынсене илĕртес туртăмпа хатĕрленĕ проектсем нумай пулчĕç. Акă Инна Павлова Элĕк районĕнчи Çулавăç ялĕнчи 1781-мĕш çулта никĕсленĕ авалхи чиркĕве чĕртес ĕçре ял халăхĕн тăрашулăхĕ çинчен каласа пачĕ. Йăлтах хамăртан килет-çке. ИННА ПАВЛОВА: "Паянхи проекта эпĕ чиркӳ арканнăранпа паянхи куна мĕнле çĕнĕлсе пынине кăтартасшăн пултăм. Халăхпа ĕçлесе, халăх вăйĕпе ĕçленине каласа кăтартрăм. Ниме ĕлĕкех пулнă. Кашни кун чиркӳре ĕçлекенсем пур. Чун ыйтнипе çавăнта». Чăваш Республикин юстици ĕçĕсен патшалăх службин ертӳçи Дмитрий Сержантов конкурса хутшăнакансем лайăх хатĕрленнине, проектсем питĕ тарăн шухăшлă, çынсемшĕн усăллă пуласса шаннине пĕлтерчĕ. Елчĕк районĕнчи Вера Турхан юлашки çулсенче патшалах пулăшăвĕпе усă курса пысăк калăпăшлă ĕçсем пурнăçлама майсем пулнăшăн савăнать. Уйрăмăх «Халăх пуçарăвĕ» программăпа тухăçлă ĕçлеме май пуррине палăртать. ВЕРА ТУРХАН: "Çак ултă çул хушшинче ял тăрăхĕнчи çынсем 19 проектпа хутшăнтăмăр. Проектсен пĕтĕмĕшле сумми 10 миллион та 680 пинпе танлашрĕ. Ялти кӳлĕсене тасатма май пулчĕ. Çулсене юсав ĕçĕсем туса пама май пулчĕ. Ачасене валли вылямалли площадкăсем те турăмăр. Унтан пушар хăрушлăхне тивĕçтерекен пысăк емкостьсем лартса, чылай ĕçсем тума майсем пулчĕ". Конкурсра 2 номинацире чи ăнăçлă проект хатерленĕ 6 çынна палăртнă. Çĕнтерӳçĕсене кăçалхи раштав уйăхĕнче чыслаççĕ

12+
34 просмотра
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии