Типĕ çанталăк çĕр ĕçченне сиен кӳрет
Типĕ те шăрăх çанталăка пула республикăри пур районта та чрезвычайлă лару-тăру йĕркине çирĕплетнĕ. Пĕр уйăх ытла çумăр çуманни тата шăрăх пулни ял хуçалăх предприятийĕсене сахалтан та 67 миллион тенкĕлĕх шар кӳнине палăртаççĕ. Çакăн çинчен чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас, унăн сиенне пĕтерес тата пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕнче пĕлтерчĕç. Çавна май, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Хушăвĕпе, çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнчен чрезвычайлă лару-тăру йĕрки пурнăçа кĕрет. Çĕр ĕçченĕсем типпе пула пахча-çимĕç пĕтнине палăртаççĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каланă тăрăх, типĕ çанталăк чи малтанах çĕр улмишĕн, уçă çĕрте çитĕнтерекен пахча-çимĕçшĕн, нумай çул ӳсекен курăксемшĕн япăх. Çавăн пекех тăпрара нÿрĕк çукки кĕрхи культурăсемшĕн сиенлĕ. Сергей Артамонов çĕр улмипе пахча-çимĕç пĕр пайĕ пĕтнине çирĕплетрĕ. Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх, лару-тăру утă уйăхĕн вĕçĕнчех çивĕчленме пуçланă. Çурла уйăхĕнче республикăра çумăр вырăн-вырăнпа çеç пулнă. Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне кĕрхи культурăсене акмалли лаптăксенче сухаланă сийре нӳрĕк 5-20 миллиметрпа танлашнă. Ку калчасене шăтса вăй илмешкĕн çителĕксĕр. Чăваш Енре чрезвычайлă лару-тăру йĕрки уйрăм хушуччен вăйра пулĕ