Добавить
Уведомления

Африка чуми çывхарать

Тутарстанри Спасски, Тури Услон, Маматăш, Чистай районĕсенче, Чĕмпĕр облаçĕнчи Кивĕ Майна районĕсенче Африка чирне ертнĕ хир сыснисене тупса палăртнă тĕслĕхсем çинчен Чăваш Республикин патшалăх ветеринари служби пĕлтерет. Хăш-пĕр хуçалăхра килти выльăх та çак вируса çаклатнă. Чăваш Енре хальлĕхе лару-тăру лăпкă, ун пек тĕслĕхсене шута илмен. «Çапах та чикĕ хĕррине çитнĕ хăрушă чире сыхă пулмалла», – тет патшалăх службин ертӳçи Константин Викторов. Инспекторсем сыснасен Африка чирне алхасма парас мар тесе профилактика ĕçĕсене халех çивĕчлетесшĕн. Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр çурла уйăхĕнче Муркаш тăрăхĕнчи Тури Панкли ялĕ çывăхĕнче тытнă хир сысни африка чумипе чирлĕ пулнине çирĕплетнĕччĕ. Ун пек лару-тăру сиксе ан тухтăр тесе уйрăмах кăнтăр районĕсенчи хуçалăхсен хуçисен, ветеринари инспекторĕсен тимлĕ пулмалла. Чирленĕ, вилнĕ хир сысни е килти сысна çинчен вăхăтра пĕлтермелле. Вăхăтра хыпарламасан административлă явап тыттараççĕ – 3 000 – 4 000 тенкĕрен пуçласа 90 000 – 100 000 тенкĕ таран. Чĕмпĕр облаçĕнчи, Тутарстанри хăрушлăх кăларса тăратакан районсемпе суту-илӳ тума юраманни пирки калать республикăри тĕп ветеринар Константин Викторов. Унсăр пуçне çырла, кăмпа пуçтарас тĕллевпе вăрмана çӳреме те асăрханмалла. Çак хăрушă чире республикăра палăртсан тӳрех ял тата хушма хуçалăхсенчи сыснасене, вĕсен аш-какайне, çавăн пекех сунарçăсем тытнă хир сыснисене илсе тухса ятарласа палăртнă вырăнта çунтараççĕ. Регина Кубайкина, Павел Иритков

12+
15 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии