Добавить
Уведомления

Саккунлăхпа йĕркешĕн яваплă

Вĕсем таврари кашни иртĕнчĕке пĕлеççĕ. Çул çитмен ачасене лавккасенче эрех-сăра сутасран асăрхаттараççĕ. Хĕсметрен тарса çӳрекенсене хут тыттараççĕ. Сăмах участок полици ĕçченĕ пирки пырать. Кăçал çак тытăма йĕркеленĕренпе чӳк уйăхĕнче шăпах çĕр çул çитет. Çак сумлă çавраçула халалласа Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерстви çĕршыв шайĕнче пуçарнă «Участковыйпа пĕр кун» акцие хутшăнать. Çынсене пулăшасси, Тăван çĕршывшăн усăллă пуласси Сергей Владимировшăн тĕп вырăнта. Вăл ачаранпах çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ. Аслă шкултан вĕренсе тухсан унăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Сергей пилĕк çул Çурçĕр Кавказра хĕсметре тăнă. Халĕ ĕнтĕ вăл виççĕмĕш çул полицинче вăй хурать. СЕРГЕЙ ВЛАДИМИРОВ: «Асра юлакан вăхăт вăл мана министр пĕрремĕш ман офицер çăлтăрĕсене пани. Хăй аллинчен тыттарса малаллахи пурнăçлăха малалла çул пама тесе çăлтăрсене тыттарчĕ». Пакунлă пулнăран Сергей çине пысăк яваплăх тиенет. Ăна çамрăк аванах чухлать. Йĕрке хуралĕн ĕçне суйласа илнишĕн пĕртте ӳкĕнмест. Ашшĕ-амăшĕ те ывăлĕ полицинче ĕçленипе мухтанать. Шанса панă участокра Сергей Владимиров саккунлăха тимлĕ сыхлать, çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине тĕп вырăна хурать. ТАТЬЯНА СТЕПАНОВА: «Эпĕ лавккара ĕçлетĕп пулсассăн хальхи вăхăтра нумай çынсем аллисем кукăрăла пуçларĕç. Çавăнпа пире пулăшма яланах полици органĕсем çитеççĕ. Вĕсен хушшинче – Сергей Витальевич. Çамрăкскер, пултаруллă ача. Вăл нихăçан та пире пулăшусаăр хăвармасть». Чăнах та, Сергей Владимиров кашнине пулăшма тăрăшать. Полици ĕçченĕн тивĕçĕ çавнашкал тет. СЕРГЕЙ ВЛАДИМИРОВ: «Чăн-чăн участковыйăн, ман шутпа, çирĕп чунлă пулмалла, яланах пуçпа штуламалла, саккуна пăхса тăмалла. Пуçпа, саккунпа шутласа решени принимать тумалла пирĕн». «Сергей евĕр полици ĕçченĕсем пуррипе пирĕн пурнăç лăпкăрах та шанчăкрах», – теççĕ çак тăрăхра пурăнакансем. Йывăр лару-тăрăва лексен вĕсем яланах пулăшма килме хатĕр. Алексей Зотиков, Сергей Емельянов

12+
26 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии