Чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕсем: ĕнер, паян, ыран
«Пирĕннисене пĕл» форумпа килĕшӳллĕн Чăваш Енри халăхсен туслăх çуртĕнче «Чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕсем: ĕнер, паян, ыран» ятпа çавра сĕтел иртрĕ. Унта пухăннисем республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе кăларнă «Чăваш Çĕрĕн мухтавлă ячĕсем» кĕнекепе паллашрĕç, çавăн пекех пĕлтерĕшлĕ документа – килĕшĕве алă пуснă çĕре хутшăнчĕç. Тăван халăх йăх-тымарне, чĕлхине пĕлни авалхипе хальхи вăхăтăн чĕрĕ çыхăнăвне, культурăпа историйĕн пуян эткерлĕхне упраса хăварма май парать. Ку енĕпе çыхăннă ĕçсене Чăваш наци конгресĕ тата Раççей Федерацийĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ пурнăçласа пынă. «Пĕрлĕхре – вăй» текен каларăша тĕпе хурса 2 пĕрлешӳ килĕшӳ çирĕплетнĕ. ВАЛЕРИЙ КЛЕМЕНТЬЕВ: «Килĕшӳ пире тата çирĕпрех, тата вăйлăрах ĕçлеме халăх умĕнче ыйтать. Паян самана çăмăлах мар, анчах та пирĕн халăх нихăçан та хăраман. Вăл хăйĕн республикине, хайĕн чĕлхине юратса пурăннă, юратса пурăнать те. Малалла пирĕн çак ыйтусемпе сыхлас енĕпе ĕнтĕ, малалла аталантарас ыйтусемпе, паллах, тата вăйлăрах ĕçлес пулать». Чăваш Енрен аякра пурӑнакансене те наци, патриотизм ыйтăвĕсене аталантарма, йăх-несĕлсен йăли-йĕркине тытса пыма пулăшу кирлĕ. Килĕшĕве çирĕплетни – ентешсене тĕрев парса тăма, чăваш халăх пуласлăхĕшĕн тĕрлĕ мелпе анлăрах усă курма май памалла. ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: «Татах та малалла пĕрле ĕçлесе пырасса шанатăп. Чăнах та, вĕсем питĕ нумай ĕç тăваççĕ, питĕ нумай федераллă национально-культурной автономине пулăшса пыраççĕ. Пĕрле ĕç туса пынинчен нимĕнте лайăххи çук». Çавра сĕтеле пухăннисем мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа кăларнă çĕнĕ кĕнекене те пахаларĕç. Унта пирĕн тăрăхра çуралса ӳснĕ паллă архитекторсем, ăсчахсемпе çыравçăсем, спортсменсем, культура çыннисем çинчен ытларах пĕлме май пур. Шăпах вĕсем чăваш ятне çĕршывра çеç мар, тĕнче шайĕнче те çĕклеме пултарнă.