«Кивĕ» хулана çĕнетеççĕ
Çĕрпӳ хули тата Пăрачкав сали хула тавралăхне хăтлăх кĕртес енĕпе хатĕрленĕ проектсен Раççей шайĕнчи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Вăл «Çурт-йĕр тата хула тавралăхĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн иртнĕ. Икĕ муниципалитета 70-шер миллион тенкĕ укçа парса хавхалантарĕç. Уйăрнă укçапа çĕрпӳсем мĕн тума палăртаççĕ? Хуравне Алексей Зотиков корреспондент пĕлет. Александр Гордеев çуралнăранпах Çĕрпӳ хулинче пурăнать. Ку парка вăл ачаранпах пĕлет – чуччи, тир, мороженăй. Пылак çимĕçĕн тутине халĕ те астăвать арçын. «Парк юхăнни чĕрене ыраттаратчĕ», – чунне уçать Александр. Çавăнпа та пĕлтĕр парка тирпей кĕртни савăнтарнă ăна. АЛЕКСАНДР ГОРДЕЕВ: «Пĕлтĕр хăть хăтлăх кĕртрĕç, тасатрĕç лайăх. Беседкăсене, паллах, улăштармалла. Çĕннисем кирлĕ. Кусем кирлĕ мар». Конкурсра çĕнтерни шăпах ача паркне хăтлăх кĕртме пулăшмалла та. «Кивĕ» хула тĕпрен улшăнмалла – çĕнĕ хӳмесем тытĕç, хунарсем вырнаçтарĕç, асфальт сарĕç. АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Ку катаччу вунă çул ытла ачасен савăнтарнă. Парка çĕнетсен вĕсем кунта пулмĕç. Çĕнĕ проектпа кунта ача-пăчă лапамĕсем, уçăлса çӳремелли лаптăксем пулмалла». Ача паркĕпе пĕрлех çывăхри урамсене те хăтлăх кĕртĕç. Çапах та хулан авалхи пайне çĕрпӳсем упраса хăвараççĕ. Ку проектăн тĕп тĕллевĕ пулнă. ВЛАДИМИР ПЕТРОВ: «Кунта пирĕн виçĕ чиркӳ юнашарах. Туристсене, паломниксене питĕ лайăх пулатчĕ реклама парсан Çĕрпӳ хулинче çапла культурăпа истори центрĕ пур тесен. Кунта Çĕрпӳ хулипе кăна мар, районĕпе кăна мар, республикипе кăна мар – пĕтĕм çĕршывĕпе». Пăрачкав сали те çĕнтерӳçĕсен шутĕнче. 70 миллион тенкĕпе Кооператив урамне хăтлăх кĕртмелле. Кунта архитектурăпа культура эткерлĕхĕн объекчĕсем чылай. Проектсене çитес икĕ çулта пурнăçа кĕртмелле. Алексей Зотиков, Георгий Кривошеин