Добавить
Уведомления

Тăван çĕршыва хӳтĕлеме кайрĕç

Чăваш Енре тулли мар мобилизаци малалла пырать. Хальхинче республикăран Тăван çĕршыва хӳтĕлеме офицерсем кайрĕç. Вĕсене чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе ăсатрĕç. Аса илтеретпĕр, авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Раççей Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшӳллĕн çĕршывра тулли мар мобилизаци пуçланнă. Салтак ретне чи малтанах çарта пулнисем тата ятарлă çар специльноçĕ пуррисем тăраççĕ. Чăваш Ен тĕп хулинчи çар комиссариатĕнче офицерсем пухăннă – лейтенантсем, капитансем, майорсем тата подполковниксем. Вĕсен ăсталăхĕнчен салтак шăпи килет. Çакна кашни офицер туять. Кăмăл-туйăмĕ вĕсен аван, тăшмана çĕнтерме кашниех хатĕр. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Чĕререн сире тав сăмахĕ калатăп. Пирĕн çĕршыва тăшманран хăтарма хатĕр пулнăшăн». Хĕсмете каякан кашни офицера усал-тĕселтен упракан хатĕрсем парнелерĕç. «Салтак тутри парнеле» акцие Чăваш наци музейĕпе Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ пуçарнă. Республикăри хĕрарăмсем чăваш тĕрриллĕ салтак тутрисем хатĕрленĕ. Вĕсем ентешсене сыхлĕç, хӳтĕлев паллисем пулĕç. Çара каякансене ăсатса яма тăванĕсеме тус-юлташĕсем чылай пухăннă. «Каялла сывă кăна килччĕр», – теççĕ вĕсем. – Эпир упăшкан шăллĕне ăсатса ятăмăр. Вăл военный. Пенсинче вăл. Çавах та кайрĕ. Каймалла терĕ. Пĕри каймасан, тепри каймасан мĕн пулать терĕ. Çирĕп сывлăх, каялла йĕркеллĕ таврăнчĕр. Лере йĕркеллĕ пулччĕр, ан чирлеччĕр. Хальхи вăхăтра чирсем нумай. Такăр çул пултăр. – Ачасене мĕн калас килет ман – лайăх сывлăхпа таврăнмалла пулччĕр. Хам та служить турăм. Ачасене пĕччен пăхатăп. Çавăнпа ĕнтĕ каялла килтĕмĕр. Мĕн сунас килет вĕсене – сывлăх, чĕрĕ таврăнмалла пулччĕр. Хальлĕхе пĕр автобус кайрĕ. Офицерсене малтан вĕрентеççĕ, кайран çак пĕлĕве вĕсем çарта усă курĕç.

12+
23 просмотра
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии