Добавить
Уведомления

Чăваш Енре пĕлӳ илеççĕ

Тăваттăмĕш кун Чăваш Енре пĕлӳ илеççĕ. Донецк тата Торез электротехника завочĕн специалисчĕсем Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче ăс пухаççĕ. Виçĕ эрне вĕсем технологи ĕçĕ-хĕлĕпе паллашаççĕ. Кунта илнĕ пĕлӳ Донбассра çĕнĕ производство линисене йĕркелеме пулăшмалла. Чертежсене вулама вĕренесси, тимĕр конструкцисене çыпăçтарасси, ĕç-хĕлпе паллашасси. Донецк тата Торез электротехника завочĕн специалисчĕсем тĕрлĕ енлĕ ăсталăхма туптама тăрăшаççĕ. Чăваш Енри заводра вăй хуракансем те вĕсене пур енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ. ЭДУАРД АЛЕКСЕЕВ: «Паллах, вĕсен тĕп тĕллевĕ – хăйсем патĕнче промышленность, ял халăхне условисем туса парасси, ĕç-хĕле аталантарас, производствăна çавăрса ярас тĕллевсем. Çавăнпа пирĕн вĕсене пулăшмалла. Çакнашкал производствăна вĕсем патĕнче пуçласа яма пĕтĕм условисем туса пама тăрăшмалла». Тĕллевсене пурнăçлама Чăваш Ен пĕтĕм майсем туса парать. Оборудовани кăларма техника хучĕсемпе тивĕçтернĕ, специалистсене те вĕрентеççĕ. Çĕнĕ пĕлӳпе вĕсем тăван тăрăхра çĕнĕ продукци кăларма пуçлĕç. Ку электротехника хатĕрĕсен йышне ӳстерме май парать. ЭДУАРД АЛЕКСЕЕВ: «Ĕç-хĕле ерипен майласа пырассине пăхса тухса, ĕç-хĕле майлаштарса пырассине тĕпчесе пĕлеççĕ. Ĕçе майласа ярас тесе çакна эпир пуçланă».

12+
16 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии