«Ачалăх - фокусра»
«Ачалăх – фокусра». Çак ятпа иртнĕ журналистсен Раççейри конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Финала 314 ĕç лекнĕ, вăл шутра 15-шĕ Чăваш Енрен. Тÿресем районсемпе хуласенчи, регионсенчи тата федераци шайĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсенче тухнă ĕçсене хакланă. Конкурсра 21 регионти 32 ĕç çĕнтернĕ. Чăваш наци радиовĕн аслă редакторĕ Ольга Артемьева унта умлă-хыçлă икĕ çул хутшăнать. «Нумай ачаллă Раççей» номинаци ăна кăçал та пĕрремĕш вырăн парнеленĕ. Ольга наци радиовĕнче «Мăшăр çунат айĕнче» программа хатĕрлесе пырать. Конкурса тăратнă материалта вăл 7 ача çитентерекен Ефимовсен çемйи пирки каласа кăтартнă. 13 çул радиора ĕçлекен Ольга Артемьевăна эпир те саламлатпăр. «Сывлăхлă Чăваш Ен», «Çемье тĕрекĕ», «Чăваш Ене килсе курсамăр» тата нумай программăна йĕркелесе пыма малашне те ăнăçу сунатпăр