Добавить
Уведомления

Ачасен финанс пĕлĕвне ӳстереççĕ

Финанс министрĕн вырăнĕнче пулса курчĕç, пуç ватмăшсемпе ребуссен тупсăмне шырарĕç. «Эткер» центра çӳрекен ачасен умĕнче çакăн пек тĕллев пулчĕ. Унта финанс пĕлĕвĕпе квест иртрĕ. Кĕсъе укçи халĕ кашни шкул ачин пур, анчах та унпа пурте тĕрĕс усă курма пĕлмĕççĕ. Квест тухнă вăхăтра хĕр ачасемпе арçын ачасем укçа-тенкĕ перекетлеме, унăн хакне туйма вĕренчĕç. Пухнă пĕлӳпе кунтах усă курчĕç. ГАЛИНА АНДРЕЕВА: «Паянхи квест пирĕн 8 станцирен тăрать. Ачасем кашни станцинче тĕрлĕрен заданисем пурнăçлаççĕ. Ку вăйăра лагерьте пурăнакан ачасем хутшăнаççĕ. Пĕтĕмпе 8 команда. Лагерьте пурăнакан ачасем вăйăпа питĕ кăмăллă. Татах кун пек занятисем ирттереме ыйтаççĕ». Çак вăйăсен тĕп тĕллевĕ – ачасен финанс пĕлĕвне ӳстересси, кулленхи ыйтусене татса пама пулăшасси, ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртмешкĕн ятарлă меслетпе паллаштарасси. Нухратпа тĕрĕс уса курма пĕлни укçа-тенкĕ перекетлеме тата çĕршыв экономикин уйрăм енĕсене ăнланма май парать те. Ачасен финанс пĕлĕвне ӳстерес енĕпе вĕренӳсем татах та иртĕç. Чӳк уйăхĕнче «Эткер» центрта «Финанс тĕнчи» профиллĕ смена уçăлмалла. Елизавета Цветкова, Юрий Марков

12+
56 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии