Добавить
Уведомления

Уганда Республикипе килĕштерсе ĕçлесшĕн

Угандăра пин çурă çухрăма тăсăлакан нефть пăрăхĕсем хурасшăн. Унта кирлĕ хатĕрсенчен ытларахăшне Шупашкарти Трактор тăвакан заводра хатĕрлеççĕ. Малашне икĕ республика пĕрле хутшăнса ĕçлес тĕллевлĕ. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Уганда Республикин Раççейри элчипе Мозес Кизигепе ирттернĕ тĕл пулура калаçрĕç. Угандăран çитнĕ делегаци Чăваш Ен ертӳçипе тĕл пуличчен Трактор кăларакан заводсăр пуçне «Акконд» пĕрлешӳре пулнă. Мозес Кизиге хĕвелтухăç Африкăри патшалăхра типĕтнĕ сĕт нумай тунине, улма-çырла ӳстернине каларĕ. Пылак çимĕç хатĕрлекен фабрикăра шăпах вĕсемпе усă кураççĕ, апла пулсан Уганда Республики ку таварсемпе тивĕçтерме пултарать. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Угандăран килнĕ икĕ студент дипломлă пулнă. Пĕри халь пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕ, тепри кардиолог пулса ĕçлет. Элчĕ тӳлевсĕр те, укçалла та пĕлӳ илекенсен йышне ӳстерме май пурри пирки те интересленчĕ. Хăнасем тата «Август», «Таябинка» пĕрлешӳсене те çитсе курасшăн. Мозес Кизиге Уганда çĕрĕсем пулăхсăрланнине, çавна май им-çам ытларах кирлине каларĕ. Кунта шăпах Чăваш Енри пĕрлешӳсем пулăшмалла та. Пуçлăхсем икĕ республикăн килĕштерсе ĕçлеме пĕтĕм майсем пуррине каларĕç, малашне çыхăнăва çирĕплетес пирки калаçса татăлчĕç.

12+
48 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии