Саша Çиларман - Кайӑк пултӑмӑр
Çӗнӗ юрӑ! Саша Çиларман - Кайӑк пултӑмӑр Чӑваш, пушкӑрт, тутар тата хӗвелтухӑҫ халӑхӗсене пӗрлештерсе тӑракан "Сак-Сук" (Сак-Сок, Шан-Шак) халап пур. Унӑн сюжечӗ ҫав тери пуян, ҫавӑнпа та нумай тӗрлӗ вариаци тупма пулать. Ашшӗ хӑйӗн ачисене: -Эп килте ҫук чухне хӑвӑра лайӑх тытӑр!, -тесе хушса хӑварать. Ачисем итлемеҫҫӗ, ухӑшӑн вӑрҫма тытӑнаҫҫӗ, тимӗр вӗҫне ҫухатаҫҫӗ. Амӑшӗ вӗсене ҫакӑншӑн ылханать, вара вӗсем Сак-Сук кайӑк пулса вӑрмана вӗҫсе тухса каяҫҫӗ. Халапри хирӗҫӳ ухӑн тимӗр вӗҫне ҫухатнӑран хӗрсе каять, унӑн пахалӑхӗ ачасен пурнӑҫӗнчен те хаклӑрах. Вӑрманта халӗ те ҫак кайӑксен сассисене илтме пулать имӗш. Пӗри : -Сак! - тесе кӑшкӑрать, тепри ӑна хирӗҫ: - Сук! - тет. Анчах та вӗсем пӗр-пӗрне шыраса тупаймаҫҫӗ, ҫывхарма пуҫласанах вӗсен хушшинче е ту ҫӗкленет, е йывӑҫ шӑтса тухать. Ашшӗ-амӑшне те вӗсем урӑх кураймарӗҫ тет. Хӑйсене ҫапла тытнӑшӑн каҫару ыйтаҫҫӗ, анчах ним усси те ҫук.