Ăрусен чупăвĕ
Шупашкарти «Амазония» парк çăмăл атлетикăпа туслисене йышăнчĕ. Хальхинче чупма юратакан 400 студент старта тăчĕ. Ăна Чăваш патшалăх университечĕ 55 çул тултарнине халалланă. 2022-мĕш çул Чăваш патшалăх университечĕшĕн паллă çул. Аслă пĕлӳ паракан çурт алăка пĕрремĕш хут уçнăранпа 55 çул çитрĕ. «Ăрусен эстафети» чупăва шăпах çак çавра çула халалланă. Çамрăкки те, ватти те старта тăчĕ. Вĕсене пурне те Илья Ульянов ячĕллĕ аслă шкул пĕрлештерет. Финиша çитекенсем е кунта вĕреннĕ, е халĕ пĕлӳ пухаççĕ, е ку аслă шкулта вăй хураççĕ. Чупăва хутшăнакансене пурне те кăкăр çине çакмалли паллă парнелерĕç.