Добавить
Уведомления

Чăваш Ен хĕрĕ тĕнче чемпионĕ пуласшăн

Хула кунĕ умĕн кикбоксинг спорт тĕсне юратакансене парне кĕтет. Тĕнче чемпионĕн сумлă ятне илессишĕн Раççей чысне пирĕн ентеш Полина Петухова тата Беларуç Республикин спортсменĕ Карина Чаплинская тупăшĕç. Ăмăрту çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре иртет. 23 çулти пике Полина Петухова тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ, тĕнче чемпионачĕн бронза медаль хуçи. Унăн пухмачĕнче Европа Кубокĕ те пур. Унсăр пуçне вăл тĕнче шайĕнче иртнĕ гран-при ăмăртăвĕнче мала тухнă, 4 хутчен Раççей чемпионĕ пулнă. Карина Чаплинская кикбоксинг, муай-тай енĕпе иртнĕ сумлă тупăшусенче чылай хутчен çĕнтерӳçĕ пулнă. Йĕрке тăрăх, ăмăрту умĕн пĕр кун маларах вĕсене виçеççĕ. Полина – 53 килограмм та 400 грамм. Карина вара 54 килограмм йывăрăш. Унтан тӳрех вĕсем пĕр-пĕрне куçран пăхса ăмăртрĕç. Йĕрки çапла – пĕр-пĕрне психологи тĕлĕшĕнчен парăнтарасси. Ку авалтанах самурайсенчен пыракан йăла

12+
49 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии