Добавить
Уведомления

Çĕршывĕпе те урăх çук

Мускав облаçĕнче «Çар-2022» çарпа техника форумĕ малалла пырать. Унта Чăваш Енри 14 предприяти хутшăнать. Çиччĕшĕ – пĕрлехи куравра хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштараççĕ, ытти пĕрлешӳ уйрăм стендсем хатĕрленĕ. Вĕсен йышĕнче Шупашкарти «Лента» предприяти те пур. Форумра вĕсем тĕрлĕ продукцийĕпе паллаштарчĕç. Çарпа техника форумне «Лента» пĕрлешӳ кашни çулах хутшăнать. Предприяти яланах уйрăм курав хатĕрлет. Пĕрлешӳре хатĕрлесе кăларакан продукципе тĕрлĕ тытăмра усă кураççĕ. Çакă илĕртет те форума килнисене. «Лента» пĕрлешĕве 1942-мĕш çулта йĕркеленĕ. Предприяти шăпах Хĕрлĕ Çар саккасĕсене пурнăçланă. Тĕрлĕ хĕç пăшал, пулемет пайĕсем валли усă курнă предприяти продукцине. Халĕ «Лента» пĕрлешӳ ура çинче çирĕп тăрать. Çĕнĕ йышши технологисене хăвăрт алла илсе хăватлă утăмсемпе аталанса пырать. Тимĕр ут, самолет, автомат, тум-тир – кашни тытăмрах çак пĕрлешĕвĕн таварне курма пулать. «Лентăра» кăларакан хăш-пĕр хăйăва çĕршывĕпе те урăх тупма çук. Сăмахран, сарлакăшĕ улшăнса пыраканни те пур кунта. Пуçламăшĕнче унăн пĕр виçе, варринче тепре, вĕçĕнче урăххи. Ăна ытларах чухне пăшал тытăмĕнче, пулеметра курма пулать. Тум-тир пайĕсене пĕрлештермелли хатĕре тата ятарлă хăюсене те çак предприятинче кăна кăлараççĕ. Вĕсем тĕрлĕ тĕслĕ, çав шутра çар тумĕ валли те. Тӳсĕмлĕ материалтан хатĕрленĕ тумтир пахалăхĕ те çӳллĕ шайра. Предприятинче тĕрлĕ технологиллĕ хăю кăлараççĕ. Сăмахран, çутта каялла тавăраканнисем. Вĕсене хӳтĕлевпе промышленность комплексĕнче те, ахаль çынсем те кулленхи пурнăçра усă кураççĕ. Тĕслĕхрен, каçхине çул урлă каçнă чух пĕлтерĕшлĕ ку. Хăйĕн продукцине пĕрлешӳ Раççей регионĕсене кăна мар, ют çĕршывсене те сутать. Эппин, «Лента» предприятин пуласлăхĕ пысăк

12+
16 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии