Варнава митрополита халалласа...
Вăл Турă вĕрентине халăх патне çитерес тесе тăрăшнă, унăн пехилĕпе республикăри вуншар чиркĕве юсаса çĕнетнĕ, юхăннă мăнастирсене «чун» кĕртнĕ. Сăмах Варнава митрополит çинчен. Вăл пурнăçран уйрăлнăранпа 2 çул иртнĕ пулни те, унăн ырă ячĕ – халăх асĕнчех. Кăçал митрополит пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, унпа çыхăннă асаилӳсене пухса «Чувашия меня полюбила» кĕнеке кăларнăччĕ. Пирĕн ĕçтеш, Чăваш Наци радиовĕн аслă редакторĕ, православи журналисчĕ Роза Деменцова тăрăшнипе вара çак кăларăмăн чăвашла куçарăвĕ кун çути курчĕ. «Чувашия меня полюбила» кĕнекене 2022-мĕш çул пуçламăшĕнче Зоя Токарева пухса хатĕрленĕ. Ăна кăларас ĕçе 100 ытла çын хутшăннă. Кăларăма вулакансем хапăл туса йышăннă: кĕске вăхăртах 500 экземпляр халăхра саланнă. Кĕнеке Роза Деменцова аллине лексен, православи журналисчĕн ăна чăвашла куçарас шухăш çуралнă. РОЗА ДЕМЕНЦОВА: «Хам та нимĕнте сисмесĕрех, Митрополит Савватий патне пытăм та: «Владыка, ман çак кĕнекене чăвашла куçарас килет, пил парăр-ха», – терĕм. Пуçпа шутласа иличчен чĕлхе каласа та хучĕ. Çавăн пек пулса тухрĕ». Пысăк яваплăха хăй çине илнĕ журналист кану кунĕсенче, ĕç хыççăн пĕр тĕллевпе – кĕнекене тăван чĕлхене куçарас шухăшпа пурăннă. Чăваш чĕлхинче тĕнпе çыхăннă сăмахĕсем çителĕксĕр, çавăнпа та палăртнине пурнăçлама çăмăл пулман. РОЗА ДЕМЕНЦОВА: «Куççульпе йĕнĕ самантсем сахал мар пулчĕç унăн пурнăçĕ çинчен пĕлнипеле, вуланă май, куçарнă май. Пичетлесе ларатăп компьютерпа, хамăн куççульсем тумлаççĕ. Эпĕ Варнава Митрополит пурăннă чухне унпа сахал тĕл пулнăшăн шеллетĕп». Турă пехилĕпе тăрăшнă Роза Деменцова ĕçе кĕске вăхăтрах вĕçленĕ. Куçарăвĕ аван пулса тухнине Савватий митрополит та, кĕнекене хăтлама пухăннисем те палăртрĕç. АРХИМАНДРИТ ГУРИЙ (ДАНИЛОВ): «Ку кĕнеке, ман шутпа, питĕ лайăх вуланать, мĕншĕн тесен хам вырăсла вуланă малтан, халь чăвашла вуланăçемĕн чăнах, пырса çапать чĕрене. Çак кĕнекене вулакан вырăсла анчах мар, чăвашла та вулакансем Митрополит Варнавăна аса илсен вĕсемшĕн кĕл тума пуçлать. Эпĕ çавăн пек шутлатăп». «Ыр çын каять – ят юлать», – теççĕ халăхра. Варнавăн ырă сăнарне, унăн пархатарлă та сăваплă ĕç-хĕлне халăх асĕнче ĕмĕр-ĕмĕр упраса хăварма «Чăваш Ен мана юратрĕ» кĕнеке те пулăшĕ. Юлия Адюкова, Рената Волкова, Николай Скворцов