Çемьесене тĕрев
Сахал тупăшлă çемьесене патшалăх енчен пулăшасси, ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăк специалистсен çурт-йĕр ыйтăвне татса парасси - Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче паян çынсен пурнăçне çăмăллатас, йывăр тапхăрта тĕрев парас енĕпе чылай йышăну турĕç. 2007 çултанпа республикăра ача кĕтекен хĕрарăмсене, тухтăр палăртнă пулсан, паха апат илсе çиме кашни уйăхра укçа парса пулăшаççĕ. Çак тÿлев ку таранччен 100 тенкĕ пулнă. Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче çак укçана ÿстерме йышанчĕç - малашне уйăхсерен 1600 тенкĕ тÿлеме тытăнĕç. Унсăр пуçне икĕ тата виçĕ çулти ачасене тутлăхлă апатпа тивĕçтерме паракан пулăшу шайне те пысăклатрĕç - 70 тенкĕрен 1300 тенкĕ таран хăпартрĕç. Правительство пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Михаил Ноздряков каланă тăрăх, çак йышăнăва паянхи йывăр тапхăрта сахал тупăшлă çемьесене пулăшас тĕллевпе тунă. Ăна пурнăçлама 2023 çулта 13 миллиона яхăн тенкĕ кирлĕ пулĕ. Республикăн çитес çулхи бюджетне хатерленĕ чухне çакна шута илнĕ. Ялти çамрăк специалистсене çурт-йĕр тума е туянма илнĕ кредита парса татма та малашне ансатрах пулĕ. Çăмăллатнă ипотека проценчĕсене вĕсен 0,1 процент кăна тÿлеме тивĕ. Ыттине республика бюджетĕнчен саплаштарĕç. Çакă яш-кĕреме ялта тĕпленсе пуранма май туса парĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрах, çак пулăшăва ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăксем, енчен те вĕсем 35 çул тултарман, ял хуçалăхĕнче е социаллă тытăмра тăрăшаççĕ, професси паркан вăтам шкултан вĕренсе тухнă и аслă пĕлÿллĕ пулсан, илме пултараççĕ. Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче çавăн пекех 2021 çулхи ĕç кăтартăвĕсене кура районсемпе хуласене грант уйăрса пачĕç, ăна виçĕ муниципалитет тивĕçрĕ. Хуласенчен чи тухăслă ĕçлекенни Канаш, ăна 1 миллион 415 пин тенкĕ уйăрса парĕç. Районсенчен Çĕмĕрле муниципалитет округĕ тата Елчĕк районĕ çĕнтернĕ - вĕсене 4-шар миллион ытла тенкĕ парса хавхалантарĕç. Алина Федорова, Павел Иритков