Добавить
Уведомления

Çулталăк теминне сӳтсе яврĕç

Чăваш Енре кашни çулталăка ятарлă темăна халалласа ирттересси йăлара. Пĕлтĕр, сăмахран, Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхне тимлĕх уйăрнăччĕ, кăçал вара республикăра мухтавлă ентешсене чыс тăваççĕ. 2023-мĕш çула мĕне халалламалла? Çак ыйтăва республикăн Обществăлла палатипе Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Обществăлла канаш йĕркеленĕ ларура сӳтсе яврĕç. Çитес çулталăка мĕне халалласси тӳре-шарана çеç мар, Чăваш Енре пурăнакансене те кăсăклантарать. Социаллă тетелсенче çынсем 40-е яхăн тема сĕннĕ. Вĕсем тĕрлĕрен: телейлĕ ачалăх, патриотизмпа çĕршыв хӳтĕлевçисем, тараватлă Чăваш Ен, ял тăрăхĕн аталанăвĕ тата ытти те. Канашлура кашни сĕнĕве сӳтсе яврĕç. Тĕлпулура пухса пĕтĕмлетнĕ шухăшсене республика Пуçлăхĕ патне çитерĕç. Çулталăк темине çитес вăхăтра палăртĕç. Ун хыççăн эмблема туса хатĕрлес, мероприятисен йĕркине хатĕрлес енĕпе тимлĕç

12+
24 просмотра
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии