Добавить
Уведомления

Улатăрсем хăтлăхра пурăнасшăн

«Хула таврашне хăтлăх кĕртесси» программăпа килĕшӳллĕн Улатăрта 2 çул каялла "Стрелка" микрорайонта хĕрӳ ĕçсем пуçланнă. Çулталăкран унта пурăнакансем çĕнĕ çулпа утса, ача лапамĕнче выляса савăнса пурăнмалла пулнă, анчах та вĕсен шанчăкĕ тӳрре тухман. Аптранă енне улатăрсем Чăваш Ен наци телекуравĕнчен пулăшу ыйтрĕç. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ çула тухрĕ. Наталья Панова çак çуртра 47 çул пурăнать. "Картишне ку таранччен нихăçан та юсаса çĕнетмен", - тет. Икĕ çул каялла вара пушшех тертлĕ пурнăç пуçланнă. Кунсерен тĕрлĕ чăрмава парăнтмарма тивет кунта пурăнакансен. Çулсем шăтăк-путăк, айккисене ишсе пăрахнă, купи-купипе хăйăр, çĕр выртать, йĕпе-сапара пылчăкран тасалса курмаçсĕ. Çурт умне уçăлма тухса ларас тесен сак вырăнне витре е кастрюль çаварса хураççĕ, кивĕ пукан лартаççĕ. Ачасем те арканнă çула пула кӳме силленнине хăнăхса çитнĕ. 2020-мĕш çулта микрорайона хăтлăх кÿмелли программăна кĕртнине пĕлсен вĕсем шутсăр савăннă. Тинех çутта тухатпăр тесе шухăшланă. Анчах та подрядчик хăйĕн çине илнĕ яваплăха пурнăçлама васкаман. 2021-мĕш çул та иртсе кайнă. Подрядчикпа сывпуллашма тивнĕ, вăл банкрота тухнă. Лару-тăрăва уçăмлатас тĕллевпе кăçалхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче çак нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансем Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Трифонов патне кайнă. Ун чухне çĕнĕ подрядчик хăйĕн ĕçне хăвăртлатма сăмах панăччĕ. Çурла уйăхĕ те вĕçленсе пырать, анчах кунта пысăк улшăнусем пулса иртмен. Хутран-ситрен техника курăнкаласа илет, çавă кăна. Улатăр хула администрацийĕн ертӳçи каланă тăрах, пĕрлешĕвĕ шанчăклă, çак тытăмра нумай çул ĕçлет, вĕсен строительство материалĕсем те, техника та çителĕклĕ. Юсав ĕçĕсем кăçалхи юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче вĕçленмелле. Лару-тăрăва пирĕн телекурав сăнасах тăрĕ. Регина Кубайкина, Татьяна Молокова, Юрий Марков

12+
19 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии