Çĕнĕ микрорайон пулмалла
Тĕп хуламăрти «Çĕнтерӳ паркĕ» çумĕнче вырнаçнă çĕрсене хăтлăх кĕртеççĕ. Шупашкарăн илемлĕ те илĕртӳллĕ тата чи çӳлте вырнаçнă вырăнсенчен пĕри шутланать вăл. Парк таврашĕ малтанхи пекех юлĕ. Çĕнĕ микрорайон асăну комплексĕпе юнашар пулмалла. Çавна май çынсен тӳрех ыйту çуралать. Çуртсене хăпартма пуçласан парка сиен кӳмĕççĕ-и? Çĕкленекен çуртсем Çар Мухтавĕн монуменчĕпе юнашар килĕшӳллĕн курăнĕç-и? Санкт-Петербургри проект хатĕрлекен пĕрлешӳ çак ыйтусене хуравлама тăрăшрĕ те. СВЕТЛАНА МАКСИМОВА: "Эпир кунта паян пулас комплексăн малашнехи пурнăçне ăнланма пуçтарăннă. Хăш енчен мĕнле лайăхрах, мĕнле хăтлăрах çынсене валли - çакна ăнланма пуçтарăннă. Кунта Шупашкарăн питĕ пултаруллă та маттур архитекторĕсем пуçтарăннă. Юлашкинчен вара Шупашкар валли лайăхрах мĕнле комплекс тумаллине ăнланса илме тăрăшăпăр». Ку вырăнта çуртсем çеç çĕклемĕç, лаптăка пур енлĕн те аталантарма палăртаççĕ. Нумайăшне хумхантаракан ыйту та уçăмланать - кунти çĕре сутмаççĕ, ăна тара параççĕ. Парка пурăнмалли комплексран уйăрма ятарлă хутлăх йĕркелессине те пăхса тухĕç яваплисем. Халăхшăн çак вырăн усăллă, пурăнма меллĕ лаптăк, çавăн пекех мемориал комплексĕн пĕлтерĕшне çухатмасăр туристене те илĕртекен вырăн пулса тăмалла - проекта пуçаракансем çакна тĕпе хураççĕ. Çĕр лаптăкĕ Атăл çывăхĕнче вырнаçнă май çыран хĕррине те хăтлăх кĕртĕç. Çĕнтерӳ паркĕ çывăхĕнчи лаптăка еплерех аталантарассине çурла уйăхĕн вĕçĕнче палăртма тĕллев лартнă. Алина Сусметова, Дамир Хантимиров, Георгий Кривошеин