Референдум пырать
Çак кунсенче Донецк тата Луганск Халăх Республикисенче, Херсон тата Запорожск облаçĕсенче Раççей Федерацийĕн тытăмне кĕресси çинчен референдум иртет. Пĕлтерĕшлĕ суйлава Чăваш Ене Донбассран куçса килнисен те хутшăнма май пур. Вĕсем валли республикăра ятарлă сасăлав пункчĕсем йĕркеленĕ. Лилия Шарыкина Чăваш Ене Мариуполь хулинчен ачисемпе куçса килнĕ. «Иккĕмĕш кил» пулса тăнă Раççей çĕршывĕ ăна тăнăçлăхпа хӳтлĕх парнеленĕ. Хĕрарăм Донецк Республики çинчен те час-часах шухăшлать. Унта унăн ашшĕпе-амăшĕ тăрса юлнă. Çавăнпа та Лилия референдум вĕсен пурнăçне улăштарма пулăшасса шанать. ЛИЛИЯ ШАРЫКИНА: «Референдумран уçăмлăх кĕтетĕп. Çирĕплĕх валли йышăнусем пулччăр. Пирĕн çĕр çинче мир пултăр. Ачасем телейлĕ пулччăр, шикленӳпе асаплăх туйăмĕпе ан нушаланччĕр». Сасăлав Донбассран куçса килнисем вăхăтлăх вырнаçнă вырăнсенче иртет. ЕЛЕНА КУЗЬМИНА: «Вĕсем хăйсен суйлавне тăваççĕ: Украинăра юлмалла-и е Раççей Федерацине кĕмелле. Условисем тунă, вăрттăн суйламалли кабинăсем тунă, çынсем хуллен килеççĕ. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртсе пырать паян». Референдума халăх хастар хутшăннине Луганск Халăх Республикин тулашĕнчи шутлавпа сасăлав комиссийĕн председателĕ Виталий Яренчук та çирĕплетет. Вăл палăртнă тăрăх, 3 кунра суйлав ушкăнĕ Улатăр тата Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕсенче вăхăтлăх вырнаçнисем патне çитсе килнĕ. АНАСТАСИЯ: «Раççей – вăйлă çĕршыв. Мариуполь хулине те манăн унăн йышĕнче, Раççей Федерацийĕнче пултарас килет. Вăл хӳтлĕх пулать». Референдум малаллах пырать. Вăл авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче вĕçленĕ. Ун хыççăн суйлав комиссийĕн пайташĕсем сасăсене шутлас ĕçе пуçăнĕç. Юлия Адюкова, Роза Деменцова, Юрий Марков