Добавить
Уведомления

Шупашкар каччи «ФормАРТ» фестивале хутшăнать

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçири элчи Игорь Комаров çамрăк тата профессиллĕ арт-стрит ӳнерçĕсене хавхалантарма пуçарнă конкурса кăçал пурĕ 14 регионтан 100 ытла заявка тăратнă. Финала 14-ăн тухнă. Вĕсенчен пĕри Шупашкар каччи Алексей Чернов. Вăл Президент бульварĕнче вырнаçнă Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ӳнер факультечĕн пĕр стенине сăрласа илемлетнĕ, чăн-чăн арт-объект туса хунă. Сăрă ăстин ĕçĕпе пирĕн корреспондент Елизавета Цветкова паллашрĕ. Сирпĕтсе ӳкермели сăрă баллонĕпе ĕçлеме çав тери çăмăл пек туйăнать – сирпĕт те сирпĕт тейĕ пĕри, анчах та кунта пысăк ăсталăх тата чăтăмлăх кирлĕ. ЕЛИЗАВЕТА ЦВЕТКОВА: «Çак кӳлепен куç харшине çеç ӳнерçĕ 4 хутчен ӳкернĕ. Стенана пĕтĕмĕшле илемлетме вара хальĕхе 50 баллон тата 2 витре сăрă кайнă». Халĕ чи кăткăс ĕçсем вĕçленнĕ ĕнтĕ. Чи йывăрри – хут çинчи ӳкерчĕке стена çине куçарасси пулнă. Алексей Чернов Чăваш патшалăх педагогика университетĕчен вĕренсе тухнă. Çавăнпа тăван аслă шкулăн сăн-сăпатне çĕнетме шут тытни ăнсăртран мар. Аслă ĕçтешĕсем унăн пултарулăхне пысăк хак пани уйрăмах пĕлтерĕшлĕ çамрăк ӳнерçĕшĕн. ГЕННАДИЙ КОЗЛОВ: «Ку пирĕн педуниверситетăн иккĕмĕш вĕренӳ корпусĕ. Кунта музыкантсемпе ӳнерçĕсем вĕренеççĕ. Çавăнпа та çак корпус фасачĕ çинче çакăн пек ӳнер пулни пирĕншĕн питĕ паха япала. Кунта гитарăпа вылякан хĕр ача, кунта ӳкерекен арçын. Çав енчен теми фасад валли питĕ лайăх. Ку ĕç, чăнах та, питĕ вăйлă. Çӳллĕ шайра тăракан стрит-арт граффити. Конкурс стрит-арт фестивалĕн теми «Вăхăт витĕр».Халăхăн культура никĕсне кăтартакан тема пулмалла». Урамра ӳкерекенсен искусстви çулран çул вăй илсе пырать. Тахçан çакă ашкăнупа танлашнă пулсан халĕ граффити туртăмне ятарласа аталантараççĕ, хула урамĕсен сăн-сăпатне илем кӳме усă кураççĕ. «ФормАРТ» фестивале хутшăннă ĕçсене авăн уйăхĕнче пахалĕç, çĕнтерӳçĕсене чӳк уйăхĕнче чыслама палăртнă. Халăх сасăлавĕпе килĕшӳллен виçĕ сăрă ăстин ĕçне палăртĕç. Вĕсем 100 000 тенкĕрен пуçласа 200 000 тенкĕ таран тивĕçĕç. Елизавета Цветкова, Павел Иритков

12+
60 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии