«Çĕнтерӳ чиккисем» патриотлăх марафонĕ уçăлчĕ
Республикăра «Çĕнтерӳ чиккисем» патриотизм марафонĕ пуçланать. Вăл Чăваш Ене, Пушкăрт Республикине тата Чĕмпĕр облаçне пĕрлештерет. Марафон авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче уçăлать. Çак ятпа иртекен уява пирĕн телекомпани тӳрĕ эфирта кăтартать. Палăртнă регионсене марафон ирттерме ахальтен суйласа илмен. Шупашкар та, Чĕмпĕр те, Ĕпхӳ те – ĕç мухтавĕн хулисем. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çĕнтерĕве çывхартма пысăк тӳпе хывнă вĕсем. Марафон программинче куçса çӳрекен куравсем тата пултарулăх ушкăнĕсем йĕркеленĕ концертсем. Шупашкартан эстафета Улатăра тата Шăмăршăна куçĕ. Унтан вара кӳршĕ регионти Димитровград хулине, Ишеевкăна тата Чĕмпĕре çитĕ. Марафона юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Ĕпхӳ хулинче пĕтĕмлетĕç