Добавить
Уведомления

Вĕренӳ çулĕ — çĕнелнĕ шкулта

Çĕмĕрлери Совет Союзĕн Геройĕ Евгений Францев ячĕпе хисепленсе тăракан иккĕмĕш шкула никĕсленĕренпе кăçал 90 çул çитет. Çавра çул тĕлне шкула тĕпрен юсаççĕ. Çакăн валли хыснаран 30 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Çĕнелнĕ пĕлÿ çурчĕ ачасене мĕнле çĕнĕлĕхсемпе кĕтсе илет-ха? Çакăнпа манăн ĕçтешсем паллашрĕç. Сăрă шăрши майĕпен пĕтсе пырать ĕнтĕ. Вĕр çĕнĕ алăксем, кантăксем тунсăхлăн яш-кĕрĕме кĕтеççĕ. 3 хутра та пӳлĕмсене çĕнетнĕ – халĕ кунта çутă, таса. «Вĕрентĕве аталантарасси» федераци программипе пурнăçлакан юсав ĕçĕсемшĕн «Су-21» пĕрлешӳ яваплă. Шыв пăрăхĕсене, шкул тăррине улăштарнă, пандуссем вырнаçтарнă. Малашне çумăрлă, çил тăвăллă çанталăк пĕлÿ илме чăрмантармĕ ачасене. Унсăр пуçне вĕренӳре усă курмалли хальхи йышши хатĕрсемпе те туллин тивĕçтерĕç шкула. Цифра лабораторийĕ, тĕслĕхрен, ачасене çеç мар, вĕрентекенсене те кăсăклантарать. Хими, ОБЖ урокĕсем малашне çĕнĕлле иртĕç. Технологи предметне лайăхрах вĕренме йывăçпа ĕçлемелли сĕтел, тимĕр касмалли хатĕрсем нумаях пулмасть илсе килнĕ. Паянхи кун тĕлне палăртнă юсав ĕçĕсене 90 процент ытла пурнăçланă. Республикăри пĕрлехи саккас служби шкул кунран кун çĕнелнине сăнаса, тĕрĕслесе тăрать. Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне мĕн пур строительство ĕçне подрядчик вĕçлеме шантарать. Регина Кубайкина, Дамир Хантимиров, Игорь Зверев

12+
17 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии