Добавить
Уведомления

Тăшмана аркатма кайрĕç

Чăваш Енрен виçĕ кун тулли мар мобилизаципе чĕннĕ арçынсем хĕсмете кайрĕç. Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисене ашшĕ-амăшĕсем, мăшăрĕсем, çывăх тăванĕсем, тус-юлташĕсем ăсатрĕç. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те канмалли кунсенче тата тунтикун республикăри çар комиссариатĕнче ĕçлерĕ. Салтаксен кăмăл-туйăмĕ пирки тĕплĕнрех Алексей Зотиков корреспондент каласа кăтартать. Тăван çĕршыва, çемьене, çывăх тăвансене хӳтĕлемелле. Хĕсмете каякан салтаксем хăйсен тĕллевĕсене пĕлеççĕ. Кашниех çĕнтерме ăнтăлать. ИЛЬЯ МОЖАЙКИН: «Чăннипе, хатĕр пултăм. Малтанах кĕтсе ларнă хăçан илсе кайнине. Кĕтрĕм, кĕтрĕм. Вăхăт çитрĕ – каймалла. Хатĕрлентĕмĕр кăштах. Турри пулăшать. Пурте чĕрĕ килетпĕр. Вĕçех лайăх пулать. Хăрас çук». Тулли мар мобилизаципе чĕннĕ арçынсем пурте салтакра пулса курнă ĕнтĕ. Хăшĕ-пĕри çапăçу хирне те пĕрре мар кĕнĕ. Кунта танкистсем, артиллеристсем тата ыттисем те пур. ФИЛИПП АКУЛИНИН: «Настрени боевой. Служить тума хатĕр. Повестка килчĕ. Тÿрех килтĕм. Тăн-пуçпа хăйсене перекетлесе ĕçлемелле. Тăшманпа кĕрешме хатĕр». Хĕсмете каякансене ĕлĕкхи чăваш халăх йăли-йĕркипе ăсатрĕç. Вăрçа кайиччен никрут ура ывăниччен ташланă. Хĕсмете каякан кашни салтака усал-тĕселтен упракан тутăрсем парнелерĕç. Республикăри хĕрарăмсем чăваш тĕрриллĕ салтак тутрисем хатĕрленĕ. Вĕсем ентешсене сыхлĕç, хӳтĕлев паллисем пулĕç. Çара каякансене ăсатса яма тăванĕсеме тус-юлташĕсем чылай пухăннă. «Каялла сывă кăна килччĕр», – теççĕ вĕсем. – Хамăн ывăла ăсатрăм. Вĕсене ăнăçу сунатăп пурне те. Пурте сывă, чĕрĕ килччĕр. Вĕсене пурне те ашшĕ-амăшĕсем кĕтеççĕ. Тăванĕсем кĕтеççĕ. Пурне те кĕтетпĕр вĕсене. Виçĕ кунта республикăри военкоматран виçĕ автобус кайрĕ. Салтаксем малтан пĕлӳ илĕç, кайран ăна çарта усă курĕç.

12+
24 просмотра
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии