Добавить
Уведомления

Пĕр эрне шалăвĕ - фонда

Мобилизациленĕ арçынсене хӳтĕлев хатĕрĕсемпе, çар операцийĕнче кирлĕ япаласемпе тивĕçтерме республикăри резерв фондĕнчен укçа куçарнă. Çавăн пекех усламçăсемпе пысăк пĕрлешӳ ертӳçисем те пуçарулăх кăтартаççĕ, ятарлă счет çине укçа куçараççĕ. Ырă ĕçе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николав та хутшăнма кăмăл турĕ. Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура вăл пĕр эрне шалăвне Чăваш Енри «Пĕрле» фондăн ятарлă счечĕ çине куçарса парассине пĕлтерчĕ. Чăваш Енре пурăнакансем салтаксене хастаррăн пулăшаççĕ. Çакна Чăваш Енĕн «Пĕрле» аталану фончĕ укçапа тулни те çирĕплетет. Мобилизаци пырса тивнĕ арçынсене хӳтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçтерме фонд укçа пухассине авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче кăна пĕлтерчĕ, ятарлă счет çине 1 миллион та 380 000 тенкĕ килнĕ те. «Чăвашпотребсоюз», «Лорд», «Энергофинасгрупп», «Элита», «Фасады и декоры», «Шумтранс Авто» пĕрлешӳсем пуçаруллăрах пулса ырă ĕçе хутшăннă. Александр Пронин тата Нина Соколова усламçăсем те аякра тăрса юлас темен. Уйрăм çынсем те фонда 2-шер, 3-шер пин тенкĕ параççĕ. Вĕсем куçарнă укçа хальлĕхе 25 000 çитнĕ. Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш патшалах операпа балет театрĕнче «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» патриотла концерт пулать. Профессионаллă пултарулăх ушкăнĕсем, артистсем куракансене савăнтарĕç. Концертра пухăннă укçана пĕтĕмпех «Пĕрле» фонд счечĕ çине куçарса парĕç. Фонд кăçал пуш уйăхĕнчен пуçласа «Чăваш Ен – Донбаса» акци те йĕркеленĕ. Çак тапхăрта ятарлă счет çинче 13 миллион тенкĕ пухăннă. Вĕсене Луганск тата Донец халăх республикисенчи халăха пулăшма янă

12+
41 просмотр
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии