Добавить
Уведомления

Йĕлтĕрсене хĕле хатĕрлеççĕ

Çуна кăна мар, йĕлтĕр те çуллах хатĕрлемелле. Республикăри хĕллехи спорт центрĕнче хальхи вăхăт ыйтнине тивĕçтерекен çĕнĕ йышши станокпа йĕлтĕрсене якатаççĕ. Çакăн валли ятарласа Раççейри Олимп комитечĕн специалисчĕсем килсе çитнĕ. Йĕлтĕрсене якатма пулăшакан социаллă проект 2012-мĕш çултанпа ĕçлет. Ырă пуçару Сочире иртнĕ Олимп вăййисем хыççăн пушшех вăй илнĕ. Спорт хатĕрĕсене çĕнĕ пурнăç парнелекен оборудовани мĕнпе паха пулнине пирĕн пултарулăх ушкăнĕ кăсăкланчĕ. Шупашкарти олимп резервĕн 2-мĕш спорт шкулĕнче вĕренекен Александр Никоноров хĕллехи спорт ăмăртăвĕсене хатĕрленет. Йĕлтĕрсене якатма пултаракан хатĕр илсе килнине пĕлсен арçын ача хĕпертенĕ те, тĕлĕннĕ те. Кун пекки халиччен пулман-çке кунта. АЛЕКСАНДР НИКОНОРОВ: «Çак станокпа вĕсем пирĕн йĕлтĕрсене якатаççĕ тата лайăхрах кайма пулăшаççĕ. Соревнованисенче халĕ йĕлтĕрсем лайăхрах кайма пуçлаççĕ. Эпир те вăйлăрах чупатпăр. Малтан парафинпа анчах тунă. Хамăр пĕтĕмпех тунă. Халĕ станок тăвать». Шăпах çак станоксем спорт хатĕрĕсене иккĕмĕш пурнăç парнелеççĕ те. Малтан йĕлтĕр тĕпне хăйраççĕ, ун хыççăн ятарлă шĕвек сĕреççĕ. Ăна та пĕлсе хумалла. Чи кирли – спорт хатĕрĕн юр çийĕн çăмăллăн шумалла. Йĕлтĕрсене кунашкал меслетпе якатни пĕлтерĕшлĕ. Ун хыççăн вĕсемпе кирек мĕнле çанталăкра та çӳреме меллĕ, палăртаççĕ спортсменсем. Халĕ яшсемпе хĕрсем Раççейри тата регионсен хушшинчи ăмăртусене хатĕрленеççĕ. Çĕнĕ йышши йĕлтĕрсемпе чупни çĕнтерӳ картлашки çине тăма пулăшасси пĕрре те иккĕлентермест. Елизавета Цветкова, Георгий Кривошеин

12+
20 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии