Добавить
Уведомления

Тухăçлă тĕл пулу

Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Федерацин строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕпе Ирек Файзуллинпа тĕл пулчĕ. Ку тытăмри наци проекчĕсем республикăра мĕнле пурнăçланине, черетре тăракан икĕ пин ытла тăлăх ачана пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерессине, юхăннă çуртсенче пурăнакансене хăтлă хваттерсене куçарассине сӳтсе яврĕç. Федерацин «Çурт-йĕр» проекчĕпе килĕшÿллĕн республикара икĕ пин ытла тăлăх ачана пурăнмалли вырăнпа тивĕçтермалле. Çитес пилĕк çулта çак ыйтăва татса парас тесен федераци хыснинчен уйăракан укçана ӳстермелле, палăртрĕ Олег Николаев. Унсăр пуçне çитес çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен юхăннă çурсенче пурăнакан 680 çынна хăтлă хваттерсене куçармалла. Ку 2023 çулта Чăваш Ене çĕнĕ программăна кĕме май парать. Унпа килĕшӳллĕн 2020-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн шута илнĕ юхăннă çуртсенче пуранакансене çĕнĕ çĕре куçарĕç. Республика Пуçлăхĕпе федераллă министр хута яман объектсем пирки те калаçрĕç. Ку шута Шупашкарти хĕллехи спорт центрĕнчи роликлă йĕлтĕрпе ярăнма май паракан çул та кĕрет. Ăна федерацин ятарлă инвестици программине кĕртме палăртнă. Трассăна туса пĕтермеллине Раççей строительство министерствинче те ăнланаççĕ. Олег Алексеевич объекта хута ярасси Чăваш Еншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. – Вĕсене сӳтсе явса эпир малалла мĕнле ылмашăнусем кĕртесси пирки вĕсене пурнăçра мĕнле йĕркелесе пырасси пирки калаçса татăлтăмăр. Тата тĕрлĕ енлĕ шухăшсене çирĕплетсе хăвартăмăр. Унсăр пуçне Ирек Авнаровчи лайăх хыпарсем те пĕлтерчĕ. Çитес пилĕк çул хушшинче Чăваш Республики тĕрлĕ пурнăç енĕсене модернизацилеме çичĕ миллиард ытла укçа-тенкĕ илме пултарĕ ĕнтĕ. Çывăх вăхăтра эпир çак ĕçе питĕ хастар планласа йĕркелесе пыма палăртса хутăмăр хамăра валли

12+
34 просмотра
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии