Добавить
Уведомления

Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине пăхăнса туй ирттернĕ

Чăваш туйĕн йăли-йĕрки питĕ пуян. Туй юрри, капăр тум-тир хăйсем мĕне тăраççĕ. Ĕлккенлĕх те кунта, мăнаçлăх та, тунсăх та, хаваслăх та. Хальхи вăхăтра яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç туя хăйнешкел, çĕнĕлĕхсем хушса йĕркелесе ирттерет. Шупашкарта пурăнакан Викторияпа Спартак Челябинсем чăваш халăхĕн йăли-йĕркине пăхăнса туй ирттернĕ. Несĕлсен пуянлăхне федераци каналĕпе тухакан кăларăмра кăтартнă. Çамрăк мăшăрпа пирĕн пултарулăх ушкăнĕ паллашрĕ. Çамрăк мăшăрсем жюрире ларакансене несĕлсен йăли-йеркипе тыткăнланă. Туй арăмĕсем чăваш халăх тумне тăхăнса уява килнисене юрласа-ташласа савăнтарнă. Ашшĕ-амăш пилне ĕлĕкхи йăли-йĕркепе ăша хывнă. Конкурсра мăшăр тĕп парнене тивĕçнĕ. Çитес вăхăтра вĕсем пысăк çул çӳреве тухĕç. Чăваш чунĕллĕ ачасем аслашшĕ-асламăшĕн йăли-йĕркине манăçа кăларас мар тесе çĕнĕрен чăвашла туйсем кĕрлеттерни халăхăн пуласлăхĕ пуррине кăтартать те. ИРИНА ЛАМПАСОВА: «Чăваш ташши-юррисĕр пĕр туй та иртмест. Çакă вăл питĕ паха. Вăхăтĕнче чăваш наци радиовĕнче эпир «Чаплă туй» программа йĕркелесе пыраттăмăр. Пĕрремĕш пайĕнче йала-йĕркепе паллаштараттăмăр. Кашни районта тенĕ пекех, кашни этнографи ушкăнĕче йăла-йĕрке улшăнса тăрать. Çавăнпа та фольклор ушкăнĕсем килсе паллаштаратчĕç. Вĕсем патĕнче чăваш туйĕсем мĕнле иртни пирки каласа паратчĕç. Иккĕмĕш пайра вара эпир хальхи чăваш туйĕсем пирки калаçаттăмăр. Çавăнпа та, ман шутпа, çак кăларăм пулни вăл питĕ паха». Çемье çавăрасси пурнăçри чи яваплă утăм. Чăвашсешĕн çемье хаклăхĕсем хуть те хăш саманара та тĕп вырăнта тăраççĕ. Йăла-йĕркесене пăхăнни те мăн асаттесемпе асаннесене хисепленине палăртать хальхи ăру. АЛЕКСЕЙ АЛЕКСАНДРОВ: «Кунашкал туйсене чăваш халăх юррисем вăранаççĕ. Тăвай районĕнчи Ураскасси ялĕнче туй ирттертĕмĕр. Çавăнта килнĕ чухне туй халăхĕ, туй арăмĕсем 80 куплет таран туй юррисем аса илчĕç. Вăл пĕр ялта кăна-ха. Кун пек шутлас пулсан кашни ялта вĕсем пур. Çавăн пек туйсене эпир ирттертĕмĕр Пушкăртсанра та. Халь Тутарстанра хатĕрлетпĕр. Питĕ савăнтарать ĕнтĕ çамрăксем тăван йăла-йĕрке патне туртăнни те. Питĕ илемлĕ йăла-йĕрке вăл пулса иртрĕ пил парассипе. Ăна та çав тери илемлĕн туса ирттереççĕ. Ашшĕ-амăш умне чĕркуçленсе ларса ĕлĕкхи пекех. Ашшĕ-амăшĕнчен пил илсе. Питĕ илемлĕн пулса иртет çак йăла-йĕрке». Чăвашсен туйĕ хаваслă, пуян йăла-йĕркепе иртекен уяв. Ĕлĕкхи йăласене чĕртни, фольклора çĕнĕлле кăтартни шоу пăхакансене çеç мар, унта хутшăнакансене те тыткăнланă. Викторияпа Спартак чăваш халăхĕ мăнаçлă та йăла-йĕркепе пуян пулнине çĕршывĕпех кăтартрĕç

12+
75 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии