Чапай чай ĕçме йыхравларĕ
Хулара пурăнакансемпе Шупашкар хăнисем валли Чапаев скверĕнче уяв лапамĕ ĕçлерĕ. «Чапай чай ĕçме чĕнет» акцие вун-вун çын хастар хутшăнчĕ. Легендарлă дивизи пуçĕпе паллашнисĕр пуçне кунта Раççейĕн иртнĕ ĕмĕрсенчи кун-çулне пĕлме пулать. Килен-каян кăçал та вăл вăхăтри халăх мĕнле пурăннине, мĕн тăхăнса çӳренине, мĕнле сăвă-юрă шăрантарнине курса тĕлĕнчĕ. Василий Чапаев ăçта тата хăçан çураланă? Пелагея Никаноровнăпа миçе ача ӳстернĕ? Çак тата ытти ыйтусем çине хуравлакансене – парне. Уяв лапамне килнĕ хăна халиччен пĕлменнине илтме пултарчĕ. ЕЛЕНА СЕРГЕЕВА: «Ку уявра эпир, паллах, пĕрремĕш хут. Пире, чăнах та, питĕ килĕшрĕ. çыннисем те нумай. Ют çĕршывран килнĕ çынсем. Фото ӳкермелли вырăнсем. Кĕпе тăхăнса чăвашла ӳкерĕнмеллисем те пур, ташши-юрри, кунтан каяс та килмест паян. Виççĕмĕш сехет те пулĕ эпир кунта çӳретпĕр ачасемпе. Татах та çавăн пек уяв ирттерессе шанатпăр. Пире питĕ килĕшет». ТАТЬЯНА ИВАНОВА: «Çак фестивальте эпĕ темиçе çул каялла пулнăччĕ. Паян кунтан килсе эпир савăнатпăр. Çакăн пек фестивальсем малалла та пулччăр. Чăнах та, çакăн пек уявсем халăха питĕ кирлĕ. Вĕсем пире пĕрлештереççĕ. Пĕр-пĕринпе курса савăнса çӳреме пулăшаççĕ. çапла яланах пултăр». Василий Чапаев евĕр тăхăннă çынсемпе кашниех сăн ӳкерĕнме васкарĕ. Салтак тумне тăхăннăскерсем çынсене хĕç-пăшала мĕнле тытмаллине тата унпа мĕнле усă курмаллине вĕрентрĕç. Юмах тĕнчине путнă вăхăтра кашниех панулми варенийĕпе сăйланчĕ, курăк чейĕ ĕçрĕ. Халăх уявран савăк кăмăлпа саланчĕ