«Янратăр юрă чĕрере»
Ятарлă çар операцине хутшăнакан Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисене хавхалантарас тĕллевпе чăваш эстрада артисчĕсем тĕрлĕ ырă кăмăллăх концерчĕсем йĕркелеççĕ. Вĕсенчен пĕри юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Трактор тăвакансен культура керменĕнче «Янратăр юрă чĕрере» ятпа иртет. Ăна халăх юррисене шăрантаракан Алена Силпи Чăваш наци конгресĕпе пĕрле йĕркеленĕ. Чăваш наци конгресĕпе пĕрле чăваш эстрада артисчĕсем Раççей салтакĕсен кăмăл-туйăмне çĕклес тĕллевпе кăçал виççĕмĕш хут ĕнтĕ ырă кăмăллăх концерчĕсем йĕркелеççĕ. Унччен маларах вĕсем Етĕрнере, Ĕренбургра иртнĕ. Хальхинче – Шупашкарта. ВАЛЕРИЙ КЛЕМЕНТЬЕВ: «Çак концерт хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче, пирĕн халăхшăн, ЧНК пайташĕсемшĕн, питĕ кирлĕ япала. Çак концертра ĕçлесе илнĕ укçасене «Атăл» батальон валли япаласем суйласа илетпĕр. ЧНК – эсир ăçта, эпир сире пулăшатпăр, сиртен аякра тăмастпăр тесе. Ентешсем çак концерта килсе курасса, пĕрле пуласса шанас килет». «Янратăр юрă чĕрере» концертра патриотла юрăсем пулĕç. Сцена çине «Çавал», «Дуняша» ансамбльсем, Егор Матвеевский, Елена Бриз тата ытти артистсем тухĕç. Çак ырă кăмăллăх концертне йĕркелес шухăш Алена Силпин мăшăрĕпе Олег Максимов-Савельевпа калаçнă хыççăн çуралнă. Вăл та çар çынни. АЛЕНА СИЛПИ: «Çак концертпа хамăр салтаксене, арçынсене, малалла та çавăн пек мăнаçланма, савăнма, ĕмĕтленме, вĕсене малалла та çӳлелле çĕклес килет. Пулăшас килет. Вĕсене унта çăмăл мар. Çавăн пек ырă концерт туса кăтартас килет. Килсе курăр, хаваслăн кĕтетпĕр».