Добавить
Уведомления

Çула юсаса парĕç-ши?

10 çул ытла канăç паман ыйту. Сăмах Шупашкар районĕнчи Лапсар тăкăрлăкĕ çинчен пырать. Çул çинче вĕçĕмсĕр шăтăк-путăк, кӳлленчĕк, пылчăк пулни халăха нуша кӳрет. Кĕркунне вара çумăр ытларах çуни лару-тăрăва тата та çивĕчлетет. Кăвак хуппи уçăлĕ-ши? Çула юсаса парĕç-ши? Çак ыйтусене тишкерме Раççей халăх фрончĕн Чăваш Енри штабĕн хастарĕсемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те çула тухрĕ. Лапсар çулĕ – чăтăмлăха, тирпейлĕхе тата хăюлăха тĕрĕслекен вырăн. Унтан атă-пушмаксăр, пылчăкпа вараланмасăр е тата машинăна çĕмĕрмесĕр тухма йывăр. Çуран иртсе çӳрекенсем те, водительсем те яланах кăмăлсăр. Транспорт путса ларни, машина çĕмĕрĕлни пĕрре мар пулнă кунта. Нуша тӳссе пурăнакан халăх çивĕч ыйтăва Чăваш Республикин ертӳçипе Олег Николаевпа ирттеренĕ тӳрĕ линире те çĕкленĕччĕ. 4 çухрăма тăсăлакан çула юсаса-çĕнетме проектпа смета докуменчĕсене хатĕрленĕ, вăл патшалăх экспертизин тĕрĕслевне тухнă. Ăна «Хăрушсăр тата паха çулсем» наци проекчĕ пулăшнипе юсама май пуррине палăртнă. ИЛЬЯ ВАСИЛЬЕВ: «Çак ĕçсене хăвăртрах, часрах тума сĕнетпĕр. Укçи çитмест пулсассăн республика шайĕнчен бюджет укçисене куçарма пулать. Вăл укçиссем çитмеççĕ пулсассăн та федераллă бюжетран укçине илсе килсе çак ыйтăва татса ямалла». Объект пĕтĕмĕшле 1 миллиард çурă тенкĕпе танлашать. Юсав ĕçĕсене пурнăçлас ĕçсем хаклăрах пулнăран ăна 3 тапхăра уйăрнă. Йĕркепе килĕшӳллĕн, 2022-мĕш çул вĕçлениччен подрячик тупса контракт çирĕплетмелле. Çитес çул пуçламăшĕнче вара ĕçĕн пĕрремĕш тапхăрне пуçăнмалла. Реконструкци пуçланиччен унти лару-тăрăва Шупашкар хула администрацийĕ тимлĕхре тытĕ. Çанталăк лайăхлансан çула вак чул сарса якатма палăртаççĕ. Юлия Адюкова, Милена Алексеева, Бахтияр Велиев

12+
13 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии