Çĕр çинче ĕçлекене пулăшмалла
Çурхи тулă гектартан 62 центнер, кĕрхи вара 68 центнер тухать. Пысăк тухăç Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн экологи, çут çанталăк тата аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет пайташĕсене те тĕлĕнтерчĕ. Вĕсем Улатăр тăрăхĕнче ял хуçалăх аталанăвĕпе паллашрĕç. Кувакино ял çывăхĕнчи уйра хир карапĕсем «ишеççĕ». Кунта малтан усă курман çĕрсем пулнă. 4 çул каялла çĕрсене «КиПиАй агрохолдинг» пĕрлешӳ тара илнĕ. Пĕтĕмпе 30 000 гектар çĕре ĕçе кĕртнĕ вĕсем. Халĕ шăпах «Торридон» сорта çапса тĕшĕлеççĕ. Тулă тухăçĕ савăнтарать – гектартан 46 центнер тухса пырать. Унăн клейковини 24, нӳрĕлĕхĕ 17 процентпа танлашать. Хуçалăхра пĕрчĕллĕ культурăсен тухăçĕ кăçал пысăк. Çурхисем те, кĕрхисем те гектартан 60 центнер ытларах тухнă. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курни те кăтартусене ÿстерме май парать. Чуварлейри культура çуртĕнче шăпах çав ыйтăва хускатрĕç те депутатсем. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене паян 70 енпе тĕрев параççĕ. Фермерсем, çĕрпе ĕçлекен усламçăсем, харпăр хăй çине ĕçлекенсем субсидисем илме пултараççĕ. Республика, федераци хыснисенчен вĕсене тăкакăн 20-40 проценчĕ таран каялла тавăрса пыраççĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Патшалăх Канашĕн депутачĕçене тав турĕ. Вĕсем ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртме яланах пулăшма тăрăшаççĕ. Харпăр хăй çине ĕçлекенсем тĕлĕшпе йĕркене çăмăллатассипе хатĕрленĕ çĕнĕ сĕнӳсене те депутатсем ырласса шанать Сергей Геннадьевич