Добавить
Уведомления

Алă усса ларма вăхăт çук

Ял ĕçченĕ хĕрсех вырмара тăрăшать, çав вăхăтрах кĕрхисене акать. Республикăра паянхи куна 68 000 яхăн гектар çинче урпапа тулă акнă. 92 000 ытла гектар çĕр хатĕрленĕ. Ку палăртнин 88 проценчĕ. Паянхи куна республикăра кĕрхисене палăртнин 64 процентне çеç акнă. Пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне кирлин 77 процентне ĕçе кĕртнĕ. Хальлĕхе нихăш районта та 100 процент таран кĕракине вĕçлемен. Кăтартусене пурнăçламан. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ĕçсем япăхрах. Йĕпреç, Канаш, Красноармейски, Вăрмар, Етĕрне районĕсенче кĕрхисене 80 процент ытларах акнă. Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски районĕсенче ку кăтарту 30 процент ытларах çеç. АЛЕКСЕЙ СЕЛИВАНОВ: «Комсомольски районĕпе пирĕн кĕрхи тырăсене акасси пырать ĕнтĕ. Нумай хуçалăх акаймарĕç. Çут çанталăк питĕ типĕ пулнипе çурла уйăхĕнче çумăр пĕр пĕрчĕ те çумарĕ, çавна пула нумай хуçалăх акма васкамарĕç. Пирĕн планланă 5 000 гектар. Паянхи куна 36 процент кăна акнă. Çак 1804 гектарпа танлашать. Çумăрсем пуçланчĕç, çавăнпа хуçалăхсем акма чарăнчĕç». Наука тĕлĕшĕнчен тишкерсен кĕрхисене çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 10-мĕшĕччен акмалла. Чăваш Енри ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, ку ĕçе кăшт каярах та ирттерме пулать. Çакă юлашки çулсенче региона çанталăк улшăннипе çыхăннă. Кунта тепĕр самант та пур – хуçалăхсем вырăнти лару-тăрăва шута илсе хăйсем палăртаççĕ – кĕрхисене палăртнă вăхăтран кая юлса акмалла е çук. Çанталăк ял хуçалăх ĕçне яланах витĕм кÿрет, кăçал вара çакă уйрăмах сисĕнет. Çулла типĕ тăни хăш-пĕр культурăсене шар кăтартрĕ, халĕ çумăр чăрмантарать. Гидрометеорологи тата тавралăха тĕпчекен Чăваш Енри центртан пĕлтернĕ тăрăх, Патăрьелĕнчи метеостанци çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 8-мĕшĕччен çанталăк питĕ типĕ пулнине палăртнă. Çакă шăпах Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски районĕсене пырса тивет. Ӳсентăран вăй илмелли тапхăрта акмалли сийре 10 мм çинче çеç нӳрĕлĕх пулнă. Типĕ çанталăк тăни çĕрулми тухăçĕ çине те витĕм кӳчĕ. Хальлĕхе 14 районта «иккĕмĕш çăкăр» кăлараççĕ. 1236 гектар çинче тухăç пухса илнĕ. Куславккасем пуçаруллăрах – ĕçе 200 ытла гектар çинче пурнăçланă. Чăваш Енре çак кун тĕлне 29 000 тонна çĕрулми пӳлмене кĕнĕ е сутлăха кайнă. Тухăç пĕлтĕрхинчен лайăх, гектартан вăтамран 234 центнер ытларах тухса пырать. Каçалсен кăтартăвĕ 333-пе танлашать. Хăмла татасси вара пĕлтĕрхинчен юлса пырать. Хальлĕхе 44 гектар çинче ĕçе вĕçленĕ. «Симĕс ылтăна» Вăрмар, Вăрнар, Етĕрне, Çĕрпӳ районĕсенче лартса ÿстереççĕ. Гектартан вăтамран 18 центнер майлă хăмла тухса пырать

12+
38 просмотров
3 года назад

, чтобы оставлять комментарии